Новости

Кӗлӗмкассинче «Асамлӑ чӑваш тӗрри» курав-презентаци иртрӗ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑра пӗрремӗш хут, Чӑваш тӗрри кунне паллӑ турӗҫ. Ҫакӑ вӑл пирӗн Чӑваш ен «ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» пулнине тепӗр хут аса илтерет. Кӗлӗмкассинчи библиотека тата культура ҫуртӗн ӗҫченӗсем ҫак кун «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» курав-презентаци ирттерчӗҫ.

Ӑна, ҫавӑн пекех, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Фойере тӗрлӗ ӗмӗрти тӗртсе тата тӗрлесе тунӑ алӗҫӗсемпе тата кӗнекесемпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ. 18-мӗш ӗмӗрти тӗсӗсем те шупкалана пуҫланӑ алшӑлли сурпансем хӑйсен хакне паян кунччен те ҫухатман. 19 – мӗш ӗмӗрти тӗрлӗ ҫипсемпе тӗрлесе илемлетнӗ вырӑн сарми тата сӗтел ҫитти илемӗпе куҫа илӗртеҫҫӗ. 20 - мӗш ӗмерти чӑвашсен эрешӗсемпе капӑрлатнӑ сурпан, саппун, кӗпе тӗррисем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Чӑннипех те асамлӑ иккен чӑваш тӗрӗ-эрешӗ. Вӗсен вӑрттанлӑхӗсемпе курава килнисене ялти культура сурчӗн ӗҫченӗ Ева Петрова паллаштарчӗ. Кашни тӗс тата эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен электронлӑ презентаципе уса курса ӑнлантарчӗ. Маргарита Бронникова библиотекарь чӑваш тӗррисем ҫинчен калакан кӗнекесемпе паллаштарчӗ, Чӑваш енри паллӑ тӗрӗ ӑстисем ҫинчен каласа пачӗ. Курав – презентаци пуриншӗн те усӑллӑ та чуна тыткӑнламалла илемлӗ иртрӗ.